Пултарулӑх каҫӗ.

Пултарулӑх каҫӗ.

Пултарулӑх каҫӗ.

Ырра ҫеҫ шанса, ырӑпа туслашса
Пурӑнар-ха пӗрле, пӗр-пӗрне савса.
Раштавӑн 13-мӗшӗнче Туҫари культура ҫуртӗнчи Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗн культура аталанӑвӗн Центрӗн структура уйрӑмӗнче Галина Казаковӑн (Блинова) «Мӗн тери хитре тӗнче» ятпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килсе ҫитрӗҫ хӑнасем. Шупашкар хулинчен, Патӑрьел, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи тӗрлӗ ялтан пухӑнчӗҫ юратнӑ тӑванӗсем, хаклӑ ентешсем.
Уяв каҫне «Ахах» халӑх фольклор коллективӗн ертÿҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ираида Ильина уҫрӗ. Галина Казаковӑн пултарулӑхне, хастарлӑхне пысӑк хак парса, «Чун кӗвви» ятлӑ 4-мӗш сӑвӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ ятпа ӑшшӑн саламларӗ. Сцена ҫинче Чӑваш ҫӗршывне, тӑван яла, туслӑхпа юратӑва, атте-анне пархатарне, ҫутҫанталӑк илемне халалламӑ шӑрҫаланӑ сӑвӑсем янӑрарӗҫ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ хӑнасем уяв хуҫине те, курма килнӗ хӑнасене те хӑйсен тӗлӗнмелле парнипе савӑнтарчӗҫ. Галина Николаевнӑна 5-мӗш класра вӗренекен Данил Александровӑн амӑшӗпе кукамӑшӗ чечексемпе парнесӗр пуҫне илемлӗ юрӑпа саламларӗҫ .Кристина Александрова шӑрантарнӑ «Чӑваш хӗрарӑмӗ» тата «Турӑ панӑ телей» юрӑпе куракансен чун-чӗрине тыткӑнларӗҫ.
1986-мӗш ҫулта Ҫĕрпÿ хулин Культурӑпа ҫутĕҫ училищинчен пĕрле вĕренсе тухнӑ халĕ те туслӑ пурӑнакан Татьяна Медведева ҫамрӑк чухне Галина Николаевнӑпа епле пурӑннине кĕскен те кӑсӑклӑ каласа пачĕ. Йĕпреҫ округĕн депутатсен Пухӑвӗн депутачĕ Герман Цыганов Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуҫлӑхӗ ячĕпе Тав ҫырӑвĕпе тата хаклӑ парнепе чысларӗ.
Галина Николаевнӑн ĕҫтешĕ Галина Ердеменова та юратнӑ мӑшӑрĕпе Владимир Фёдорвичпа парнесӗр пуҫне илемлӗ юрӑпа савӑнтарчĕҫ.
Ялти хĕрарӑмсен ушкӑнĕ те сӑвӑҫӑн юратнӑ юррисене тулли кӑмӑлпа шӑрантарчĕҫ.
Галина Николаевна ячĕпе тус-тӑванĕсем, пĕрле ÿснĕ тантӑшӗсем, ентешсем нумай-нумай ӑшӑ сӑмах каларĕҫ.

Пултаруллӑ та вӑр-вар Галина Николаевнӑна малашне те ҫут ĕмĕтлĕ сӑвӑсем ҫырма ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр. Поэзи ҫӑлкуҫӗн таппи вӑйланса ҫеҫ пытӑр!

#Ибресинскийокруг
#ЦентрРазвитияКультуры



14 декабря 2025
11:47
Поделиться